Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнчи пӗр хуҫалӑхра овчарка йытӑ хуҫисене тапӑннине, хаярланса кайнӑскер лӑпланманнине Чӑваш халӑх сайчӗ кӑрлач уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, хуҫисем ветеринари станцийӗн специалисчӗсене чӗнсе илнӗччӗ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ кил умӗнче темиҫе кун маларах тилӗ йӗрне асӑрханине каласа кӑтартнӑ.
Специалистсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн йытӑн урнӑ чирне тупнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Вӑрмар районӗнче Арапуҫра карантин тесе йышӑннӑ.
Ветеринари ҫинчен калакан саккунпа килӗшӳллӗн карантин тесе йышӑннӑранпа икӗ уйӑх иртнӗ. Ҫавна май ку мерӑна пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Ятарлӑ хута паян Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Ӑна Михаил Игнатьев Элтепер паян, пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин ветеранӗ Александр Латвинов Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл — юрӑ пуххисен авторӗ.
Александр Латвинов Самарта ҫуралнӑ. Вӑл 1942 ҫулхи раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи юпан 1-мӗшӗччен ҫар объекчӗсене сыхланӑ. Кайран Вӑрмар районӗнче тата Шупашкарта вӑй-хал культурин тата ӗҫ урокӗсене ертсе пынӑ.
Александр Латвинов пушӑ вӑхӑтра карҫинкка, панно ҫыхать. Вӑл халӗ те сӑвӑ ҫырать, юрӑ хайлать. Ветеран темиҫе диск кӑларнӑ ӗнтӗ. Унта патриотлӑх тата ача-пӑча юррисем кӗнӗ.
Ӗнер ҫӗрле, нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Вӑрмарта хӗрачана пуйӑс ҫапса кайнӑ. Пуйӑс машинисчӗ ӑна асӑрхасан хӑвӑрт чарӑнма тӑрӑшнӑ, анчах ӗлкӗреймен.
Ку инкек 23 сехетре пулнӑ. Машинист каланӑ тӑрӑх, 19 ҫулти хӗрача, Вӑрмарта пурӑнаканскер, чукун ҫул ҫинче ларнӑ, пуйӑс кӑшкӑртнине илтмен е илтмӗш тунӑ. Шел те, машинист чарӑнса ӗлкӗреймен, ӑна таптаса кайнӑ.
Халӗ ку тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Хӗрача чукун ҫул ҫине хӑйӗн ҫине алӑ хурас тесе ларман-и? Ҫак версие те тишкерӗҫ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ.
Кӑҫал «Чӑвашавтотрансӑн» тепӗр филиалӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Ҫак кунсенче Вӑрмарти автотранспорт предприятийӗ хупӑннӑ. Сӑмах май, иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче унти ӗҫченсем шалу тӳлеменнипе забастовка тунӑ. Ун чухне ку ыйтӑва икӗ эрнере татса панӑ. Анчах ҫынсене шалу пӗрех тӳлемен.
Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вара предприятие усламҫӑсен аллине панӑ. Ӗҫченсем вара ӗҫ укҫисӗр тӑрса юлнӑ. Аптӑранӑскерсем «Урмары.РФ» редакцирен пулӑшу ыйтнӑ. Ҫырура вӗсем ӗҫ укҫине юпа уйӑхӗнче те паманнине палӑртнӑ.
Предприятире вӑй хунӑ ҫынсен пӗр пайӗ усламҫӑсем патне ӗҫе кӗнӗ. Усламҫӑсем халӗ 14 маршрут ҫӳретет. Анчах вӗсем кӑмӑллах мар, маршрутсем тупӑш кӳмеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑхӑтлӑха ҫеҫ ӗҫлеме килӗшнӗ.
Аса илтерер: кӑҫалтан Етӗрнери АТП та усламҫӑсен аллине куҫнӑ. Ун чухне 78 ҫын ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ.
Хальхи ҫамрӑксене пирӗнтен хӑшӗсем ҫӑмӑлттай, вӗсене ним кирлӗ мар тесе хурлама пӑхаҫҫӗ. Вӗсем йытӑ хӑваласа кӑна ҫӳреҫҫӗ текенсем йӑнӑшнине ӗнер «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» туслӑ йышӗпе Вӑрмар районӗнче пулнӑ чух хам куҫпа курса тепӗр хут ӗнентӗм.
Мускав хулинчи аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен каччӑ пӗр ик ҫул каяллах: «Пирус туртни халӗ модӑра мар. Ҫамрӑксен трендне пӗлместӗн эсӗ», — тени асра юлнӑччӗ-ха. Музейсемпе театрсене ҫӳреме юратакан ҫав яш ҫӗршывӑн тӗп хулинче кӑна мар, тӑван тӑрӑхне килсен те хӑш культура учрежденийӗнче мӗнле премьера пынипе кӑсӑкланать. Мускавра пӗрле вӗренекен, ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакан юлташӗпе Чӑваш Ене ҫитсен те вӗсем тӳрех театра ҫул тытаҫҫӗ. «Вӗсем ҫӳреҫҫӗ пуль-ха. Ялта пурнӑҫ ҫапах та урӑхла. Тунсӑхпа аптӑранӑ ҫамрӑксем эрехпе айкашаҫҫӗ», — шухӑшлать пӗлӗшӗм.
Вӑрмар районӗнчи Ҫӗнӗ Пинер ял тӑрӑхӗнче пултӑмӑр та унта пурнӑҫ урӑхла вӗрени кӑмӑла ҫӗклерӗ. Пире савӑнтарни: ҫамрӑксен шухӑшлавӗ-ӑнтӑлӑвӗ ылмашни. Ҫакна асӑрханине вӑл енчи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Василий Шуйский те палӑртрӗ.
Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ялӗнче пурӑнакансем тавралӑха юмах тӗнчине ҫавӑрнӑ. Ҫулла вӗсем фонтанпа киленеҫҫӗ, хӗлле вара пӑртан кӳлепесем ӑсталанӑ.
Ҫынсем малтан кӳлле кайса пӑр касса килнӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн елка тавра 8 юпа лартнӑ, вӗсене ҫутӑпа илемлетнӗ. Энӗшпуҫем Салехард ҫыннисенчен тӗлсӗх илнӗ. Унашкаллине Олег Иванов шӑпах унта пӗрремӗш хут курнӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн та тӑван ялне капӑрлатас шухӑш кӗнӗ.
Паллах, пӗччен тунӑ ӗҫ мар ку. Ӑна ентешӗсем пулӑшнӑ. Пӗрисем пӑра пӑчкӑпа каснӑ, теприсем ӑна машинӑпа турттарнӑ. Халӗ ҫав вырӑнта энӗшпуҫсем канма юратаҫҫӗ. Ачасем вара унта выляҫҫӗ.
Каҫхине тавралӑх ялкӑшать. Энӗшпуҫсем унта гирляндӑсем ҫакнӑ. Сӑмах май, энӗшпуҫесем 2015 ҫулта «Чӑваш Ен ҫутисем» конкурсра мала тухнӑ. Кӑҫал та вӗсем хӑйсен ӗҫне хакласса шанаҫҫӗ.
Тӑвай районӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫынна ҫын вӗлернӗшӗн 2,6 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Инкекӗ 2014 ҫултах, ҫурла уйӑхӗнче, пулнӑ. «ВАЗ 21093» рулӗ умне ӳсӗр пуҫпа ларнӑ ҫамрӑк арҫын «Hyundai Solaris» маркӑллӑ машинӑпа ҫапӑннӑ. Хирӗҫ килекен ҫул ҫине кӗрсе кайнӑ ӳсӗр водитель Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне шар кӑтартнӑ: йывӑр сурана пула вӑл пульницӑра куҫ хупнӑ.
Ӳсӗр пуҫпа машина тытса пыраканскер те самай аманнӑ. Икӗ ҫул сипленнӗ вӑл. Айӑпне йышӑнасшӑн пулман, инкек пирки каласа кӑтартма килӗшмен. Анчах та кӗнтелемсем те, экспертиза та ӳсӗр водитель айӑплине ҫирӗплетнӗ.
Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе Вӑрмар район судӗнче пӑхса тухнӑ. Айӑплӑ водителе 2,6 ҫуллӑха ирӗксӗр хӑварма йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха.
Чӑваш Енри онкологсемпе кардиологсем районсемпе хуласене тухса ҫынсен сывлӑхне тӗрӗслӗҫ. Чире иртерех палӑртсан ӑна сиплеме ҫӑмӑл тесе ирттерекен ҫак акцие Республикӑри онкологи диспансерӗн тата Республикӑри кардиологи диспансерӗн специалисчӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Онкологсем кашни районпах хулана ҫитесшӗн, кардиологсем 13 хутчен тухса кӗме палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви тухтӑрсем ҫывӑх вӑхӑтра ӑҫта ҫитессине пӗлтернӗ. Икӗ кун каялла онкологсем Ҫӗмӗрле районӗнче пулнӑ. Йӗпреҫ районне вӗсем нарӑсӑн 1-мӗшӗнче кайӗҫ, ҫав уйӑхӑн 8-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче пулӗҫ, 15-мӗшӗнче — Куславкка районӗнче.
Вырӑна тухса ирттерекен кӑҫалхи пӗрремӗш консультацие кардиологсем Элӗк районӗнчен тытӑнӗҫ. Унта вӗсем нарӑсӑн 8-мӗшӗнче ҫитӗҫ. Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче пулӗҫ, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче — Вӑрмар районӗнче.
Паян Чӑваш Енри журналистсемпе полиграфистсем ӗнерхи професси уявне — Раҫҫейӗн пичет кунне — палӑртрӗҫ. Вӗсене республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов, информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министрӗ Александр Иванов саламланӑ.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртнӗ уява пухӑннисенчен хӑшӗсене тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисемпе саламланӑ. Чи пысӑк наградӑна — ҫӗршыври хисепе — ЧР Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерствин финанспа экономика пайӗн пуҫлӑхӗ — тӗп бухгалтерӗ Елена Михайлова тивӗҫнӗ. Ӑна РФ Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ.
Пысӑка хурса хакланисен хушшинче харӑсах икӗ пуҫлӑх: Елчӗк районӗнчи «Елчӗк Ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Николай Алексеев тата Вӑрмар районӗнчи «Хӗрлӗ ялав» хаҫат тӗп редакторӗ Зинаида Павлова. Вӗсем уявран Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем ятпа таврӑнӗҫ.
Тӗлӗнетӗп хамӑн паллаканӑмсенчен. Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ялта пурӑнаҫҫӗ вӗсем. Кӳршӗллӗ Вӑрмар районӗнчен киле кайса кӗнӗ арҫын Ҫӗрпӳрен инҫех мар ялта ҫемйипе пурӑнать. Арӑмӗ те манашкал чӑвашах. Хӑй те манашкал чӑвашах. Вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗ ура ҫинче ҫирӗп тӑнӑ вӑхӑтра иккӗшӗ те унта ӗҫленӗ: пӗри — фермӑра, тепри — механизаторта. Хальхи вӑхӑтра иккӗшӗ те Ҫӗрпӗве кайса вырнаҫнӑ: пӗри — стройкӑна, тепри — урам шӑлма. Ҫаксен хӗрӗпе ывӑлӗ те Ҫӗрпӳри шкула ҫӳреҫҫӗ.
«Мӗнрен тӗлӗннӗ-ши ҫак статья авторӗ? Пӗлӗшӗсем ялта пурӑнса хулара ӗҫленинчен-ши е лешсен ӗҫ вырӑнӗ тивӗҫтерменнинчен-ши?» — тесе пуҫ ватакансем ыйту хуравне кӗҫех тупӗҫ. Ҫук, ӑҫта тата кам ӗҫлени тӗлӗнтермест мана. Хайхи ҫак икӗ этем ачисемпе чӗлхисене хуҫа-хуҫа (акцентшӑн ӳпкелес килмест-ха, анчах вӗсен акценчӗ хӑлхана ытла та касать) вырӑсла пакӑлтатни. Лешсем те ашшӗпе амӑшне шелле пӗлмеҫҫӗ — вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Илтмесен е уҫӑмлатмалли тупӑнсан: «Чо?» — тесе ыйтаҫҫӗ. Тепре шӑнкӑравласа калаҫмалли пулсан «созвОнимся» тесе килӗшсе татӑлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |